
Чӑваш Ен ҫӗршыври таса регионсен шутне кӗнӗ. Экологи танлаштарӑмне пирӗн ҫӗршывра 2007 ҫултанпа хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна ҫулталӑкра тӑватӑ хутчен пӗтӗмлетеҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫуркунне пирӗн республика ҫӗршывра экологи енӗпе чи таса 10 регионтан тӑххӑрмӑшне йышӑннӑ.
Танлаштарӑмра пӗрремӗш йӗркере тӑраканни — Тамбов облаҫӗ. Алтай Республикипе Алтай крайӗ малти иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Вӗсем хыҫҫӑн Курск, Белгород, Мурманск облаҫӗсем, Питӗр, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑваш Республики тата Крым Республики пыраҫҫӗ.
Свердлов облаҫӗнче экологи тӑрӑмӗ пуринчен начарри. Челепирсене те ӑмсанмалла мар — вӗсем 84-мӗш вырӑнта. Мускав облаҫӗ — 83-мӗш йӗркере. Ҫӗршывӑн тӗп хули — Мускав — 23-мӗш йӗрке йышӑннӑ.

Раҫҫейӗн тӗп прокуратури регионсенче ҫул ҫитменнисен харпӑр вӑрттӑн информацине саккуна пӑсса пухнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Буксман каласа кӑтартнӑ.
«Правда ПФО» (чӑв. «Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Терӗслӗх») интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, Александр Буксман ачасен харпӑр вӑрттӑн информацине пухнӑ тӗслӗхсене асӑрхани ҫинчен Федераци Канашӗн комитечӗсен пӗрлехи ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
«Чӑваш Республикинче, Воронеж тата Мускав облаҫӗсенче коммерци пӗрлӗхӗсем «Ал лаппи» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ачасен ал лапписене ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтмасӑрах сӑн ӳкернӗ, ҫапла майпа вӗсем шкулсенче кӳрекен пулӑшусемшӗн электрон мелпе тӳлеме майсем тӑвасшӑн пулнӑ», — ӑнлантарнӑ Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ.
Ҫавӑн пекех каласа хӑвармалла, Александр Буксман пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен биометрика информацине урӑх тӗллевпе те пуҫтарнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ нумаях пулмасть Мускав облаҫӗнчи Клин хулинче пулнӑ. Унта юрӑ-ташӑ ӑстисем Раҫҫейӗн халӑхпа художество промыслисен IV фестивальне хутшӑннӑ.
Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗн методисчӗ Екатерина Осипова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Клин хулине ҫӗршывӑн 28 регионӗнчен: Улатимӗр, Ӗрӗнпур, Рязань, Тверь, Тула облаҫӗсенчен, Ставрополь тӑрӑхӗнчен тата ҫӗртен — пырса ҫитнӗ. Куракансем чӑвашсене те кӑмӑлтан йышӑннӑ, юратса алӑ ҫупнӑ, пултарулӑхпа чунтан киленнӗ.
Екатерина Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти фольклор ушкӑнне инҫе ҫула тухма республикӑн тӗп хули пулӑшнӑ.

Сирире пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче персе аннӑ «АН-26» самолетра пулнӑ, Самар облаҫӗнчи Анатьялта (вӑл — чӑваш ялӗ) ҫуралнӑ Владимир Еремеев генерал-майора пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пытарнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Владимир Вениаминович, аса илтерер, 1964 ҫулта ҫуралнӑ. Малтан Суворов училищинче, кайран танк училищинче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн Мускавра пурӑннӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче Тӗрӗслевпе надзор тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ.
Генерал-майора Мускав облаҫӗнчи Мытищи хулинчи Федерацин ҫар мемориалӗн ҫӑвине пытарнӑ. Унта «Сыны отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) юлташлӑхӑн Мускаври организацийӗн пайташӗсем, пурӗ 16 ҫын, хутшӑннӑ.
Вилнӗ хыҫҫӑн офицера Паттӑрлӑх орденӗпе чыслама йышӑннӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп суйлав комиссийӗ Чӑваш Енри суйлавҫӑсен списокне епле йӗркеленине тӗрӗслӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫей Президентне суйлӑпӑр. Суйлав кампанийӗ пуҫланчӗ ӗнтӗ. Ҫакӑ республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче те, федераци шайӗнчи МИХсенче те сисӗнет.
«РИА-Новости» пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене РФ Тӗп суйлав комиссийӗн ревизорӗсем килмелле. Ҫакӑн пирки комисси ертӳҫин ҫумӗ Николай Булаев пӗлтернӗ иккен.
Аса илтерер, Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑҫалхи Президент суйлавӗн кунӗнче Мускавра тата Мускав облаҫӗнче пулассине йышлӑн пӗлтернине эпир хыпарланӑччӗ. Федераци МИХӗсенчен пӗри хыпарланӑ тӑрӑх, Мускав облаҫӗнче Чӑваш Енри 652 ҫын сасӑласшӑн. Ҫакна Николай Булаев шанмасӑртарах йышӑннӑ. «Лару-тӑру хӑмпӑлчӑланса тӑрать, ӑна тӗрӗслеме тивет», – тенӗ вӑл.

Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑҫалхи Президент суйлавӗн кунӗнче Мускавра тата Мускав облаҫӗнче пулассине йышлӑн пӗлтернӗ. Ку хыпара Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Булаев каланине «Московский комсомолец» хаҫатра нарӑсӑн 12-мӗшӗнче ҫырса кӑтартнӑ. Мускав облаҫӗнче Чӑваш Енри 652 ҫын сасӑласшӑн иккен.
Николай Булаев Чӑваш Ен ҫыннисем ҫав кун ҫӗршывӑн тӗп хулине тата облаҫне талпӑннине шанмасӑртарах йышӑнни сисӗнет. «Лару-тӑру хӑмпӑлчӑланса тӑрать, ӑна тӗрӗслеме тивет», – тенӗ иккен РФ Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ.
Палӑртар, кӑҫалхи суйлавра ҫын хӑй пропискӑра тӑман вырӑнта та сасӑлаять. Ку мелпе усӑ курас тесен территорири суйлав комиссине е патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсене кӳрекен нумай функциллӗ центра кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗччен паспортпа каймаллаччӗ. Ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗччен заявление участокри кирек хӑш суйлав комиссийӗнче йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса ҫырнине Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пӗрлехи порталӗ урлӑ та ҫитерме юрать. Кун пеккине пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Мускав облаҫне контракт мелӗпе хӗсметре тӑнӑ салтак ҫӗртмен 13-мӗшӗнче тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫав кун вӑл каҫхине амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ та урама уҫӑлма тухни пирки каланӑ. Кун хыҫҫӑн Владимиртан сас-хура пулман.
Тепӗр кунхине амӑшӗ патне полк командирӗ шӑнкӑравланӑ, ывӑлӗ чаҫре ҫукки пирки пӗлтернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче салтакӑн виллине ҫар чаҫӗнчен инҫех мар тупнӑ. Кӗлетки ҫӗрнӗ, анчах хӑйӗн ҫумӗнче ҫар удостоверенийӗ пулнӑ. 18 ҫулти каччӑ мӗнле вилнӗ? Следовательсем халӗ ҫакна уҫӑмлатаҫҫӗ.

Чӑваш Республикин гербне ӳкернӗ туалет хучӗ сутнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ҫак гигиена хатӗрне туса кӑларакан предприятие Мускав облаҫӗнче регистрациленӗ. Хӑйӗн бренчӗ валли логотип шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫуралнӑ тӑрӑхне юратнӑран хӗрарӑм хӑйӗн продукцийӗ ҫине ӳкернӗ Кузьӑна чӑваш гербӗллӗ футболка тӑхӑнтарнӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствипе ҫыхӑннӑ. Унтисем туалет хучӗ ҫинчи чӑваш элемӗсене Геральдика комиссийӗ пӑхса тухассине пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне ведомство производителе Чӑваш Республикинчи Геральдика комиссийӗнчен ятарлӑ ирӗк илме сӗнсе ҫыру янине каланӑ. Туалет хутне кӑларакан предприяти ертӳҫи Марина Петровна ун пек сӗнӳ вӗсем патне хальлӗхе ҫитменнине ӗнентернӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансем 5 пин тенкӗ ҫитменнипе аптӑраҫҫӗ. Шалуччен пурӑнма, ара, шӑпах ҫавӑн чухлӗ ҫитмест иккен пире.
Раҫҫейӗн общество телекуравӗ «ОТРажение» программа вӑхӑтӗнче «Реальные цифры» (Чӑв. Чӑн-чӑн цифрӑсем) ыйтӑм ирттернӗ. Унта ҫынсене черетлӗ ӗҫ укҫиччен вӗсем миҫе тенкӗ парӑма кӗрсе кайнипе кӑсӑкланнӑ.
Иваново облаҫӗнче пурӑнакансем укҫашӑн питех хыпса ҫунмаҫҫӗ: вӗсем 1 пин те 700 тенкӗ парӑма кӗрсен те ҫырлахаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӑнакансем пыраҫҫӗ иккен: вӗсене 5 пин тенкӗ кирлӗ. Тыва Республикинче 6 пин тенкӗ кивҫен илсен шалуччен шик шӑхӑрса пурӑнаҫҫӗ, Хакас Республикинче – 7 пинпе, Псков облаҫӗнче – 7,5 пинпе.
Улатимӗр облаҫӗнче вара шалуччен пурӑнма 40 пин тенкӗ кивҫен илеҫҫӗ, Мускавра, Мусква облаҫӗнче, Ҫӗнҫӗпӗр тӑрӑхӗнче, Якут Республикинче, Чечняра 30 пинтен пуҫласа 33 пин тенкӗ таран кивҫен илеҫҫӗ.

Мускав облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем Чӑваш Енри хӗрарӑма пулӑшнӑ. Шупашкартан ют региона кайнӑскер маршрут автобусӗнче хӑйӗн сумккине манса хӑварнӑ. Унта ҫав мӗскӗнӗн укҫа тата ӗҫ хучӗсем, телефон, пуйӑспа кайма туяннӑ билет пулнӑ.
Маршруткӑран пушӑ алӑпа сиксе тухнине вӑл кайран ҫеҫ асӑрханӑ. Хуйха ӳкнӗскер ҫул хӗрринче пӑшӑрханса тӑнине ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ. Вӗсем чарӑнса хӗрарӑмпа сӑмахланнӑ. Кӑшт лӑпланса илнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм хӑй нуши ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Инкеке лекнӗ Шупашкар хӗрарӑмне пулӑшас тесе Мускав облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем оперативлӑ мерӑсем йышӑннӑ. Чӑн та, тӑрӑшни сая кайман: хӗрарӑмӑн сумкине тата унти мӗнпур япалана вӑраха ямасӑр тупса палӑртма, вӗсене хуҫине тавӑрса пама май килнӗ.
